Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявра - танкист-ветерансем

Çар тивĕçне танкпа çыхăнтарнă ветерансем Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнче вырнаçтарнă хăватлă техника патĕнче хăйсен уявне - Танкист кунне - халалласа митинг ирттерчĕç. Çак ятпа унта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чирку настоятелĕ Александр Синяков иерей, тĕрлĕ çар представителĕсем саламларĕç.

Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç, палăк умне гирлянда хучĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



14 сентября 2021
13:49
Поделиться