Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул директорĕсемпе - канашлу

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Вăл çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе туса ирттернĕ ĕçсемшĕн, çуллахи каникулта ачасен канăвне йĕркелессишĕн тăрăшнăшăн тав тунă, çавăн пекех малашнехи пĕрлехи тĕллевсене палăртнă. Канашлура пĕлỹ çурчĕсемпе ача сачĕсене хутмалли тапхăра хатĕрлес, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлес ыйтусене хускатнă.

Рудольф Васильевич вĕренекенсен шкулти апатланăвне, автобуспа турттарассине йĕркелессипе, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассипе тĕрĕслевсем пулсах тăрассине каланă.

(Хамăр корр.).

Авангард



14 сентября 2021
13:46
Хроника мероприятий
Поделиться