Кĕрхи кун илемне сăнлар-и хут çине?
ÇУЛТАЛĂКĂН кашни тапхăрĕн хăйĕн илемĕ. Çулла ешĕл çарансем, тем тĕрлĕ чечек куçа илĕртеççĕ пулсан ылтăн кĕркунне тулăх тухăçпа савăнтарать, сарă, хĕрлĕ тĕс çапма пуçланă йывăçсене ытараймасăр пăхатăн. Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ ачасене çак хитрелĕхе курма хăнăхтарас, çут çанталăка туйма вĕрентес тĕллевпе сентябрĕн 8-22-мĕшĕсенче "Кĕрхи калейдоскоп" конкурс ирттерет. Вăл икĕ номинаципе пулать: "Кĕрхи пейзаж" (акварельпе, гуашьпа, тĕрлĕ тĕслĕ каранташпа... сăрланă ỹкерчĕксене йышăнаççĕ) тата "Кĕр пуянлăхĕ" (çут çанталăкри япаласемпе усă курса хатĕрленĕ япаласем кирлĕ). Хăйсен ĕçĕсене илсе пыракансен ячĕпе хушаматне, ăçтан иккенне тата вĕрентекенĕ кам пулнине палăртма манмалла мар. Конкурса октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе хавхалантараççĕ.
Авангард