Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕнре-çке пурнăçăн илемĕ

КАЙĂКСЕМ те мăшăрпа пурăнаççĕ, çавăнпа та ачасем çемье çавăрса пурăнма пикенни кашни ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăçлă пулăм. Иккĕн пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнме те çăмăлрах, савăнăçа пайлама та кăмăллăрах.

Кăçалхи август уйăхĕнче 26 çамрăк пурнăç çулĕпе пĕрле утма килĕшсе пĕр-пĕрне венчет çĕррисене тăхăнтартнă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 22 мăшăршăн кăна Мендельсон кĕвви янăранă. Шел пулин те, 5 çемье саланнă. Иртнĕ çул 9-ăн уйрăлнă.

Авангард



10 сентября 2021
14:17
2021 год
Поделиться