Сывлăха çирĕплетнĕ каникулта, ăс пухатпăр халь шкулта
ÇУЛЛАХИ каникул вĕçленнине систерсе пĕрремĕш шăнкăрав та янăрарĕ. Виçĕ уйăха тăсăлнă каникулта ачасем сывлăхĕсене çирĕплетме пултарччăр, тавракурăмне аталантарччăр тесе патшалăх сахал мар тăрăшать. Кăçал, акă, пирĕн районта çитĕнекен çамрăк ăрăвăн канăвне йĕркелеме 2 млн та 874 пин тенкĕ уйăрнă. 15 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йĕркеленĕ, унта вара 842 вĕренекен çỹренĕ. Пĕтĕмĕшле 2610 ытла ача е Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шăпăрлансен 67 проценчĕ каникулта тĕрлĕ лагерьте каннă.
Авангард