Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шупашкар моряк-ветерансене пулнă тарават

РАЙОНТИ "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацин членĕсем пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсем тăрăшнипех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кадетсен класĕ уçăлчĕ. Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисем çамрăк ачасемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсен чĕринче патриотлăх туйăмне вăранма пулăшаççĕ. Хăйсем те тавракурăмне аталантарма, пĕрлĕхе вăйлатма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть 14 çынран тăракан ушкăн Шупашкара çитсе килнĕ. Вĕсем "Чебоксары" карап-музейре пулса курнă, службăри вăхăчĕсене аса илнĕ. Çавăн пекех Атăл тăрăх теплоходпа ярăннă. Камчаткăри тинĕс училищинчен вĕренсе тухнă, чылай çул караппа çỹренĕ, хальхи вăхăтра "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕве ертсе пыракан Валерий Антоновпа тĕл пулнă.

Моряк-ветерансем çакăн пек экскурсисене малашне те йĕркелеме палăртаççĕ.

Авангард



03 сентября 2021
13:49
Хроника мероприятий
Поделиться