Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Яваплă тапхăра палăртнă

 Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса ноябрĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çĕршывăн çитме йывăр районĕсенче вăл 2021 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Кăçалхи августăн 16-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ун пирки "Раççей Федерацийĕн Правительствин 2019 çулхи декабрĕн 7- мĕшĕнчи 1608 номерлĕ постановление улшăнусем кĕртесси çинчен" 1347 номерлĕ постановленине алă пуснă.

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен кашни харпăр хăй электронлă çырав листисене тултарма пултарать.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем 2022 çулхи апрель уйăхĕ тĕлне хатĕр пулаççĕ. 2022 çулхи тăваттăмĕш кварталта вара юлашки кăтартусене пичетлеççĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви çырава 2021 çулта ирттерме пĕлтĕр çулла йышăннăччĕ. Ковид-19 чир сарăлнине пула çапла тума тивнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çавна ырласа йышăннă. Çапла туни çĕршывăн мĕн пур регионĕсенче çырава йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерме май парать.

Раççей статистики 2002 тата 2010 çулсенчи çыравсем те октябрьте иртнине палăртать.

Çырава кăçал йĕркелени çак мероприятин тапхăрлăхне пăсмасть, пуçтарнă статистика даннăйĕсене наци тата тĕнче шайĕнче танлаштармалли мелсене, тĕрĕслĕхе тата йĕркелĕхе сыхласа хăварать.

 Раççей статистикин ертỹçин çумĕ Павел Смелов маларах пĕлтернĕччĕ, çак пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçе хатĕрленсе çырав листисен формине çирĕплетнĕ, çыравçăсем валли электронлă планшетсем туса кăларса регионсене çитернĕ, комиссисем пур шайра та йĕркеленĕ, çыравçăсене палăртнă, цифрăллă карттăсем пур. Çĕршывăн çитме йывăр районĕсенче çырав пырать ĕнтĕ.

 Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса иртет. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ - Раççейре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче (Gosuslugi.ru) октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен кашни хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ "Мои документы" центрсенче те çырава хутшăнма пулать.

Авангард



31 августа 2021
11:33
Поделиться