Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветеринарсен ĕçĕ яваплă та, хисеплĕ те

Професси уявне - Ветеринари ĕçченĕн кунне - туса хуни ветеринари специалисчĕсен, çĕршывра эпизоотие хирĕçле тата ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй хуракансен тỹпин пĕлтерĕшне тивĕçлипе хаклама май парать.

Ветеринари ĕçченĕсем кулленхи тăрăшулăхпа выльăх-чĕрлĕх сывлăхне упраççĕ, вĕсенчен хăрушă чир сарăласран, çынсене ересрен тивĕçлĕ профилактикăна пурнăçласа пырса хỹтĕлеççĕ. Район территорине усал амак ан килтĕр тесе вĕçĕмсĕр çирĕп йышăнусем тума тивет. Çакăнта район администрацийĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе килĕштерсе, ăнланса вăй хунин витĕмĕ пысăк.

Пирĕн тĕллев - профилактика ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе мĕн пур тытăмри хуçалăх выльăхĕсене чир-чĕртен сыхласси тата сиплесси.

Районти патшалăх ветеринари служби тытăмĕнче хальхи вăхăтра 30 специалист тăрăшать. Унсăр пуçне хуçалăхсенче ветеринарин 6 ĕçченĕ пур. Халăхăн, ял хуçалăх, фермер хуçалăхĕсен выльăхĕсене, пусса тирпейлекен цехсене, сĕт пухакан пунктсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен станци, ветеринари виçĕ лечебници тата 9 участокĕ, пĕр лаборатори пăхса тăрать. Вĕсем аш-какая, çăмартана, сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ, продукцие мĕнле хатĕрленипе тата упранипе кăсăкланаççĕ.

Коллективра опытлă специалистсем йышлă. Вĕсенчен чылайăшĕ - В. Быков, И. Шамшетдинова, Н. Трофимова, Е. Зверева, С. Пятаков, Т. Мустафин - нумай çул çак сферăра вăй хураççĕ. Çавăн пекех А. Демидова, Е. Шадирякова, А. Рыбкина, Т. Чумакова, Т. Семенова çамрăк специалистсене те ырăпа палăртса хăварас килет. Тăрăшулăхне кура тĕрлĕ шайри наградăна та тивĕçеççĕ. Иртнĕ çул Кзыл Чишмари ветучасток заведующине Х. Хамматова "ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" хисеплĕ ятпа чысларĕç.

Паянхи çитĕнỹсенче унччен вăй хунă ертỹçĕсен те тỹпи пысăк. Ветеринари станцине П. Клычков, М. Тайкин, Г. Платонов, М. Артемьев, В. Филимонов, А. Сапожников, Н. Чернышов ертсе пынă. Вĕсенчен кашниех районти ветслужбăна аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнă, унăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă.1997 çулта яваплă тивĕçе мана шанса пачĕç.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ.

Авангард



31 августа 2021
11:31
2021 год
Поделиться