Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕпрен çĕнелчĕ

Хирти Пикшикри вăтам шкул çурчĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн тĕпрен çĕнелчĕ. Кунти ĕçсене 2020-2021 çулсенче "50 процент тата ытларах кивелнĕ муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсасси" программăпа (36 миллион тенкĕлĕх) килĕшỹллĕн йĕркелерĕç.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кунта ĕçлĕ çỹревпе пулнă май ачасемпе вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн савăнăçне пĕрле пайларĕ. Мĕн пур ĕçе "Ремстрой" пĕрлешỹ пурнăçланă. Рудольф Васильевич подрядчик ĕçе пысăк яваплăхпа тунине палăртрĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренỹ çулне пысăк кăмăл-туйăмпа пикенме мĕн пур услови çителĕклĕ: çурт фасачĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать, вĕрентỹ кабинечĕсем, апат çимелли вырăн, акт залĕ те çĕнелнĕ. Ăшă, çутă системине те йăлтах улăштарнă.

- Ялти шкулсенче вĕренекен ачасен условийĕ хуларинчен кая пулмалла мар. Çак тĕллевпе эпир çулсеренех вĕрентỹ отрасльне малалла аталантарас, ачасене çирĕп пĕлỹ пама услови туса парас тĕллевпе вĕрентỹ учрежденийĕсене юсатпăр, çĕнететпĕр, ку чухнехи методика хатĕрĕсемпе пуянлататпăр тата ытти те. Условисем лайăхланса пынине кура педагогсен професси ăсталăхне ỹстересси те çивĕч тăрать,- палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ коллектива çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăнăçу суннă май.

(Хамăр корр.).

Авангард