Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăпра пулăхлăхне лайăхлатаççĕ

 Пысăк тухăç илес тесен тăпра пулăхлăхне лайăхлатассишĕн те тăрăшмалла. Алманчăри А. Петров фермер хуçалăхĕнче çакна тĕпе хурса кăçал çĕрĕн çиелти сийне анализ тутарттарнă. Хуçалăхăн пурĕ 817 гектар çĕр пулсан унтан 392 гектарĕнче йỹçĕк- лĕх пысăкраххи палăрнă. Ăна пĕтерес тĕллевпе Елчĕк районĕнчи Яманчурелĕнчен акшар çăнăхĕ турттарса килсе сапма пикеннĕ. Сăмах май, кăçал тăпрари йỹçĕклĕхе чакарассипе ĕçлекен хуçалăхсене тăкакланă укçан 90 процентне республика бюджетĕн- чен саплаштараççĕ.

Акшар çăнăхне С. Ермолаев "Амкодор" маркăллă погрузчикпа тиесе тăрать, В. Гаврилов тата С. Кошкин механизаторсем трактор çумне кăкарнă ятарлă хатĕрпе сапаççĕ

. О. ПАВЛОВА

Авангард



31 августа 2021
11:29
2021 год
Поделиться