Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иммун тытăмне çирĕплетме вакцинаци пулăшать

  Коронавирус çаплипех лăпланмасть-ха. Ăна пула чылайăн пурнăçран та уйрăлчĕç. Августăн 27-мĕшĕ тĕлне районта 58 çын çак амакпа чирлет. Вĕсем - 25 ялтан. Унран сыхланмалли шанчăклă мел вакцинаци çеç пулнине лайăх ăнланатпăр пулин те хăшĕсем темĕн кĕтеççĕ. Ку енĕпе ăнланулăха вара ỹстермеллех. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вакцина дефицичĕ çук. Прививка тỹлевсĕр. 9974 çын пĕрремĕш хутне, вĕсенчен 8477-шĕ иккĕмĕшне те тутарнă. Чир ан сарăлтăр тесен коллективлă иммунитета 60 процента çитермелле. Паянхи куна ку кăтарту районта 59,8 процентпа танлашать. Халĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăра çеç мар, ялсенче те прививка тутарма пулать. Мобильлĕ бригадăсем ятарлă графикпа ялсене, уйрăм ĕç коллективĕсене те тухса çỹреççĕ. Уйрăмах аслă çулхисен çак çăмăллăхпа усă курма тăрăшмалла.

Ыран - Пĕлỹ кунĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче хаваслă линейкăсем иртĕç. Халăх пуçтарăннă май уйрăмах сыхă пулмалла, санитари йĕркисене çирĕп пăхăнма тăрăшмалла.

 А. ИВАНОВ

Авангард



31 августа 2021
11:28
Публикации
Поделиться