Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма - агропарк
2020 çулхи сентябрьте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă чухне предпринимательсемпе фермерсем агропарк ыйтăвне хускатрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес аван аталанса пынине тата çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынине шута илсе Олег Алексеевич Патăрьел тăрăхĕнче агропарк пулассине пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăнах "пăр хускалчĕ" те. Хальхи вăхăтра ăна пурнăçа кĕртессипе пикенсех ĕçлеççĕ. Агропарк мĕн тума кирлĕ? Унта мĕн тăваççĕ? Тата ытти ыйтусене те район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов хуравларĕ.
- Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас, район территорийĕнче туса илекен ял хуçалăх продукцине тирпейлесе сутассине йĕркелесе ярас тĕллевпе "Батыревский" агропромышленность паркне тăвасси тата аталантарасси" проект ĕçлесе кайрĕ. Агропарк Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче пулать. Унăн лаптăкĕ 20 гектарпа танлашать. Сăмах май, географи тĕлĕшĕнчен вăл питĕ лайăх вырăнта вырнаçнă. "Çĕрпỹ - Сызрань" федераци, "Çĕрпỹ - Сызрань - Яманчỹрел" тата "Елчĕк - Патăрьел - Калинино" республика шайĕнчи çулсем çывăхранах иртеççĕ. Кунтан шăпах виçĕ тĕп хулана - Шупашкар, Ульяновск, Хусан - çитмелли çул тăршшĕ пĕр пекрех.
Паяна çĕр лаптăкне виçсе чикĕсене палăртнă, кадастр учетне тăратнă. Вырăна газ, шыв, электричество тата çыхăну илсе çитерес ыйтупа документсем хатĕрленĕ, анчах вăй хумалли тата нумай-ха. Çывăх вăхăтра агропарк проектне тăвас ĕçсем пуçланаççĕ. Агропарк 2023 çулта хута каймалла.
- Виктор Игоревич, агропарк территорийĕнче мĕн-мĕн пулать-ши?
- Пахча çимĕç, пулă, аш-какай, сĕт, улма-çырла тирпейлекен цехсем, тырă, пахча çимĕç управĕсем, складсем, сивĕтмĕш камерисем пулмалла.
Агропаркрах хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас кăмăллисем те тупăнĕç. Патăрьелсем ĕçлĕхлĕ çынсем, самана таппипе тан утаççĕ, çавăнпа та пушă вырăнсем пулмасса шансах тăратпăр.
- Агропарк пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ĕçлекенсене мĕнле те пулин çăмăллăх параять-ши? Тен, кашнийĕн хăйсен ялĕнче çав цехсене, складсене тусан вырăнлăрах?
- Районта выльăх пусса аш-какай, сĕт тирпейлекен цехсем пур, вĕсем пурте тенĕ пекех предпринимательсем пурăнакан ял территорийĕсенче вырнаçнă. Объекчĕсем хута каяççĕ, анчах бизнесра вăй хуракансен вĕсем патне электричество, газ, шыв илсе çитерме сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама тивет. Агропаркра ку ыйтусем пулмаççĕ. Палăртнă лаптăкра цех туса лартнă хыççăн "кăвак çулăма", Интернета, электричествăна çыхăнтармалли кăна юлать. Кĕрсе тухма çул та сарса параççĕ.
Агропарк хута кайни ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен бизнесне вăй илме пулăшнисĕр пуçне туянакансене пахалăхлă çимĕçпе тивĕçтерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, района тата ытларах аталанма май парать.
О. ПАВЛОВА
Авангард