Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 18102 гектар çитĕнчĕç, августăн 23-мĕшĕ тĕлне лаптăкăн 17769 гектарĕ (98,2 процент) пушаннă. Йĕтемме 38872 тонна тырă кĕнĕ. Çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран пучахри тĕшĕсем сарăлса, тулса ĕлкĕреймерĕç, çавна май тухăç пĕр гектартан вăтамран 21,9 центнерпа çеç танлашать.

Кĕрхисене акма çĕр 5500 гектар хатĕрленĕ. Кăçал вĕсене 5495 гектар никĕсе хывма палăртнă, ĕнерхи куна 115 гектар акнă. Ку ĕç районта малалла пырать.

Çĕр улми 10 гектар кăларнă.

Севок-сухан 502 гектар çитĕннĕ, унтан 497 гектарне пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран - 104,9 центнер.

 Утă 11255 тонна (109,1 процент), сенаж 21415 тонна (100,6 процент), силос 2200 тонна янтăланă.



24 августа 2021
11:40
Публикации
Поделиться