Районта - çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эмир Бедертдинов

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эмир Бедертдинов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

 Ведомство ертỹçи чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçлама палăртнă малашлăх программăсене, тавралăха сыхлас тата ытти ыйтусене сỹтсе яврĕ. Ун хыççăн Эмир Нуртдинович Рудольф Васильевичпа пĕрле Патăрьелĕнчи каяш шыва тасатакан çĕрте, çỹп-çап пуçтарăнакан "Полигон" пĕрлешỹре, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн Турханкасси участокĕнче пулчĕç, паянхи кун вĕсенче пăшăрхантаракан ыйтусене çивĕчлетрĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Первомайски ял тăрăхĕнчи Каншел, Туçа ял тăрăхĕнчи Тутар Тимеш ялĕсен çумĕпе юхакан Пăлан çулне тỹр- летес ыйтăва тишкерчĕ, Тутар Тимешĕнчи гидротехника сооруженийĕнче пурнăçлама палăртнă ĕçсемпе паллашрĕ.

Патăрьелĕнчи канализаци сооруженийĕн оборудованийĕсем кивелнине пула вăл паян тулли хăватпа ĕçлеймест. Тепĕр чухне район центрĕнче ырă мар шăршă сăмсана "кăтăклани" те çавăнпах çыхăннă. Халĕ ку ыйтупа ĕç тапраннă. Сооружение реконструкцилеме проект документацийĕсене хатĕрленĕ. Объектăн хакĕ 87,6 миллион тенкĕ (2020 çулхи 3 квартал хакĕсемпе). Республикăри строительство министерстви инвестици политикин канашĕнче кирлĕ хутсене пăхса тухнă хыççăн ăна 2021 çулта республикăри адреслă инвестици программине кĕртме палăртнине каларĕç тĕл пулура.

Çỹп-çап реформи вăя кĕнĕ май Патăрьелпе Сăкăт ялĕсем хушшинче вырнаçнă "Полигон" пĕрлешỹ тата ытларах хăватпа ĕçлеме пуçларĕ. Хальхи вăхăтра кунта ялсенчи контейнерсенче пуçтарăнакан çỹп-çапа турттарса килме пилĕк машина ĕçлет. Пытарма кирлĕ мар, тепĕр чухне контейнерсем темиçешер кун тулли ларни те пулать. Çакă, паллах, халăха пăшăрхантарать. Çавăнпа та ведомство ертỹçи тавралăха тирпейлĕ те таса тытас тесен ăна вăхăтра тата графикпа илсе тухмаллине çивĕчлетрĕ.

Турханкасси лесничестви умĕнчи "Дендропаркри" йывăçсем чăн-чăн флора тĕнчи. Кунта ют çĕршывра ỹсекен вуншар тĕрлĕ йывăç-тĕм тымар янă. Паркрах сайра тĕл пулакан чечексем те чылай. Туристсемпе экскурсие килекенсемшĕн ял хĕрринчи çак лапам чăнласах та чун канăçне тупмалли, киленмелли вырăн.

- "Дендропаркпа" паллашма кỹршĕ районтан та, республикăран та хăнасем йышлăн килеççĕ. Çак лапама çĕнетсе, пуянлатсах тăма тăрăшатпăр, - паллаштарать кунта нумай çул ĕçлекен Наиль Янтыков.

Çут çанталăкăн начар пулăмĕ çук теççĕ пулин те, çуркуннехи ейỹ тапхăрĕнче Пăла çумĕнче вырнаçнă ялсенчи хăш-пĕр хуçалăхсене шыв илнисем те пулаççĕ. Çыран хĕррисенчи çĕр çурăлса, ишĕлсе пынипе юханшыв çулĕ хуçалăхсен хуралтисем патне çывăхлансах пырать. Çакăн пек хăрушă участоксем Каншелĕнче, Тутар Тимешĕнче те пур. Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эмир Бедертдинов çак ялсенче шыв-шур вăхăтĕнче хăрушлăх кăларса тăратакан лаптăксемпе паллашрĕ, çывăх вăхăтра ку тĕлĕшпе Пăла çулне тỹрлетес тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсем валли проектсене тирпейлесе çитермеллине каларĕ

А. ЕГОРОВА

Авангард



24 августа 2021
11:41
2021 год
Поделиться