Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - предпринимательлĕхе аталантарасси, халăха ĕçпе тивĕçтересси

  Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхне аталантарма тата халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе тимлекен республикăри бизнес-инкубатор" автономи учрежденийĕн ертỹçипе Евгений Маскинпа тĕл пулнă.

 Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора çитсе курнă, учреждени директорĕпе Валерий Красновпа тĕл пулнă, кулленхи тата çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Çак организацин тĕп тĕллевĕ - пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне ỹстересси, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсене аталанма пулăшасси.

 (Хамăр корр.)

Авангард



20 августа 2021
14:23
2021 год,
2021 год
Поделиться