Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăйă туслăха çирĕплетет

Кĕçĕн Арапуçĕнче Афган вăрçинче пуçне хунă Хĕрлĕ çăлтăр орден кавалерĕ Г.Козлов ячĕпе хисепленекен паркра волейбол турнирĕ иртрĕ. Волейболистсен 3 командипе пĕрлех вĕсене хавхалантараканĕсем те йышлăн пулчĕç.

Ăмăрту йĕркелỹçисем (П.Макеев çемйи) турнир условийĕсемпе паллаштарнă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. 3 урамăн волейболисчĕсем тупăшрĕç призпа кубокшăн. Малтан Советсен тата Пушкин урамĕнче пурăнакансем тĕл пулчĕç. 3:2 шутпа Советсем çĕнтерчĕç Малалла Октябрьскипе Пушкин урамĕнче пурăнакансем вылярĕç, Октябрьскисем çĕнтерчĕç. Анчах вăййа урăх урамсенче пурăнакансене явăçтарнăран вĕсен виççĕмĕш вырăнпа çырлахмалла пулчĕ. Советсен урамĕн команди 6-мĕш çул А. Макеев ячĕпе тунă кубока тивĕçррĕ.

 "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята В.Казначеев, "Мечĕке чи лайăх паракан" - Н. Макеев, Чи лайăх пас паракан" ята Н.Сорокин тивĕçрĕ.

 Çĕнтерỹçĕ командăшăн Советсен урамĕнче пурăнакан Николай тата Максим Сорокинсем, В.Кольцов, Е. Чернов, Д.Бо- родкин вылярĕç. Çак урамранах Вадим Казначеев выляни пурне те килĕшрĕ.

В. БАЗМАНКИН.

Авангард



20 августа 2021
14:14
Хроника мероприятий
Поделиться