Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкула вĕренме кайма пулăшар

 ШКУЛ ачисен хаваслă çуллахи каникулĕ вĕçленсе пырать. Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Çавна май районта йывăр шăпаллă, тăлăх çемьесене, сусăр ачасене шкул тумĕпе, канцеляри таварĕпе тата ыттипе те пулăшас, вĕсен кăмăлне çĕклес тĕллевпе "Вĕренме кайма пулăшар" акци старт илнĕ. Ыр кăмăллăх юхăмне хутшăнас текенсем япалисене район администрацийĕн çуртĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссие (1 хутра вырнаçнă) е районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центра ("Бизнес-инкубатор" çурчĕ, 110 пỹлĕм) илсе килсе пама пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 6-24-22, 6-10-59.

Çакна та палăртса хăварма кăмăллă. Шăнкăртамри аксакалсен канашĕ ку тĕлĕшпе ыттисемшĕн ырă тĕс- лĕхлĕ. Вĕсем çулсеренех ял тăрăхĕнче пурăнакан йывăр лару-тăрури çемьери ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн шкул тумне туянма укçа парса пулăшаççĕ. Пархатарлă ĕçе кăçал та пурнăçласшăн.

 

Авангард



20 августа 2021
14:19
Хроника мероприятий
Поделиться