Пурнăç лайăх, пурнăç ырă, пĕрлехи вăйпа кăна

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни çыннăн хăй çуралса ỹснĕ тăван ялне, юратнă района илемлĕ те капăр, хăтлă курас, унпа мăнаçланас килет. Çапла тума, халăх ыйтăвне тивĕçтерсе тăван ене çĕнетме паян майсем çителĕклĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх ялпа хулана аталантарма алă тăсса пани, федераци, республика шайĕнчи программăсемпе социаллă-культурăллă объектсене çĕклени, пурнăç условисене лайăхлатни ял сăн-сăпатне çулсеренех ырă енне улăштарма пулăшать.

2017 çултанпа республикăра граждансен пуçарăвĕпе йĕркелекен проектсем пурнăçа кĕме пикенни те вырăнсенче чылай пархатарлă ĕç пурнăçлама, влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тачăрах çирĕплетме май парать. Ку тĕлĕшпе Ишлĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансем те халăхăн пĕрлехи вăйĕпе, пуçарăвĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çулхи октябрьтен тăватă яла (Ишлĕ, Ульяновка, Пăлапуç Нурăс, Люля) ертсе пыма çăмăл мар "лава" кỹлĕннĕ Вячеслав Краснов та хăйĕн калаçу пуçламăшĕнчех пĕрлехи вăйпа çеç ялта киввине çĕнетме, пуррине малалла аталантарма, çав вăхăтрах тирпей-илем ыйтăвĕпе тимлеме май пуррине çирĕплетрĕ.

Халăхпа вĕрсен хапха та уçма пулать, тенĕ ваттисем. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç курăмлă кăна мар, сумлă та. Хальхи вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ял-йышпа канашласа ĕçлесен çеç ырă улшăну тума пултараççĕ. Пăлапуç Нурăсĕнчи ял масарĕн картине халăх вăйĕпе, пуçару бюджечĕпе çĕнетес ыйтăва чăн малтанах граждансен пухăвĕнче сỹтсе явнă. Сăваплă вырăна тирпей-илем кĕртме никам та хирĕçлемен. Хальхи вăхăтра масар йĕри-тавра çĕнĕ юпасем лартнă, çывăх вăхăтра граждансен пуçарăвĕпе (219 пин тенкĕ - халăхран, 330 пин тенкĕ - республика бюджетĕнчен) пикеннĕ ĕçе вĕçлесшĕн.

- Пирĕн тĕп тĕллев - кашни яла çĕнĕ сăн кĕртесси, унăн инфратытăмне ырă енне улăштарасси. Хальхи вăхăтра республика программипе Ульяновкăри клуба тĕпрен юсатпăр. Хăтлă культура çурчĕ малашне ял илемĕ пулĕ, вăл шалтан та, тултан та тĕпрен çĕнелĕ,- паллаштарчĕ Вячеслав Олегович.

Çывăх çулсенче Патăрьел районне комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче те чылай ырă улшăну тума палăртнă. Сăмах чăн малтанах ялсенче врач амбулаторийĕсемпе ФАПсем тăвасси пирки пырать. 2021 çулта Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Треньелĕнче, Тăрăнта, Каншелĕнче, çавăн пекех Ишлĕре те ФАПсем хута яма палăртнă. Шăнкăртампа Сăкăт ялĕсенче врач амбулаторийĕсем пулмалла. Ял çыннишĕн вырăнтах сывлăха сăнаса тăма, сипленме кирлĕ условисем пулни хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак ыйтăва федераци, республика, район ертỹлĕхĕ те пысăк тимлĕх уйăрать.

Кирек хăш яла пырса кĕрсен те чăн малтанхи хăтлăх - çул - куçа тирĕнет. Ишлĕ ялĕн аслă урамĕ паян хуларинчен кая мар: çатма евĕр асфальт çул, тротуар, çĕнĕрен вырнаçтарнă çутă юписем (шел, вĕсене лартнăранпа та çутса курман иккен). Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем çак илеме тата ытларах пуянлатни те кăмăл-туйăма çĕклет. Картасем умĕнчи чечек клумбисем, юмахсенчи тĕрлĕрен кĕлеткесем чунсенче ырă туйăм вăратаççĕ. Çавăн пекех шăтăк-путăк, кĕрсе тухма кансĕр урамсем те пур-ха. Вĕсене йĕркене кĕртсе пырасси - ял тăрăхĕн тĕп тĕллевĕ. Акă, Ишлĕри Новая касра юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, вак чул сарса тикĕсленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ малашнехи плансемпе паллаштарнă май Пăлапуç Нурăсĕнче, Ульяновкăра та çулсене юсамалли, Люляра кĕпер тума палăртни пирки те каларĕ. Ял инфратытăмне аталантарас ыйтупах çывăх вăхăтра Ишлĕре пушар машинине лартакан гаража йĕркене кĕртесшĕн, çак ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка юсама, ача-пăча лапамĕсем тума та ĕмĕтсем пур. Паллах, ырă шухăшсене пурнăçа кĕртес ĕçре халăх вăйĕ, пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки ял пуçлăхĕ иккĕленмест. "Пирĕн халăх ырă шухăша, пуçарăва кар тăрса йышăнать. Çакă пире малашне те çĕнĕ ĕçсем тума, ялсенче тирпей-илем тытса тăма пулăшĕ",- терĕ Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов ял ĕçченĕсене чĕререн тав туса.

Пĕлме

Район территорийĕнче 47 культура çурчĕ. Юлашки çулсече Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 3 çĕнĕ клуб хута янă, 15-шне çĕнетсе юсанă.

2020 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма 24 миллион тенкĕ инвестицие явăçтарнă.

2021 çулта виçĕ ялта - Нăрваш Шăхалĕнче, Ульяновкăра, Тăрăнта - клубсене юсама палăртнă.

А. ЕГОРОВА

Авангард



20 августа 2021
14:26
Хроника
Поделиться