Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырма хушмасть ырма

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Олег Мешковпа тата "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕпе Валерий Антоновпа "Куснар" ("Первомайск" тата "Малалла" хуçалăхсене пĕрлештернĕ хыççăнхи ячĕ) пĕрлешỹре, "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче тата "Исток" çĕр ĕç фирминче вырма ĕçĕсем еплерех пынипе паллашнă.

Çĕр ĕçченĕсем тыр-пула сахал тăкакпа тата кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн ырми-канма тăрăшаççĕ. Пĕрлех кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр те хатĕрлеççĕ.

Рудольф Селиванов хăнасемпе хуçалăхсене çитсе курнă май районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен уйĕ 15457 гектар пушаннине, 34669 тонна тырă çапса тĕшĕленине, тухăç пĕр гектартан вăтамран 22,4 центнерпа танлашнине каланă.

Ĕçлĕ çул çỹревре вырма вăхăтĕнчи йывăрлăхсене, туса илнĕ продукцие упрассипе сутассине, хуçалăхсен малашлăхне сỹтсе явнă.

 (Хамăр корр.)

 

Авангард



17 августа 2021
13:35
Публикации
Поделиться