Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çынна ырă сунни çĕре ỹкместех

Республикăра "Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетрĕç. Ăна Чăваш Енре 1995 çултанпа йĕркелеççĕ. Çак хушăра вăл чылай çемьери йывăр шăпаллă ачана курăмлă пĕрлехи пулăшу кỹнĕ. Сахал тупăш кĕрекеннисене, сусăрсене çитнĕ аслисен чун ăшши. Медицина оборудованийĕсем, ятарлă препаратсем, тренажерсем, реабилитаци хатĕрĕсем туянма май пулни те кăмăллă.

Патăрьел районĕнче пурăнакансем, предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем ыр кăмăллăх марафонне çулленех хастар хутшăнаççĕ. 2020 çулта пухмача 160 пин тенкĕ укçа кĕнĕчччĕ. Ăна районти вĕрентỹ организацийĕсен пурлăх базине çирĕплетме усă курнăччĕ. Çавăн пекех сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене, сусăр ачасем ỹстерекенсене пулăшма янăччĕ.

2021 çулта марафон пухмачĕ самай тулли пулчĕ. 296 пин те 529 тенкĕ кĕчĕ. Район администрацийĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, Турханти психоневрологи интернатĕнче, "Энергострой", "Булат" пĕрлешỹсенче, централизациленĕ клуб системинче, ветеринари станцийĕнче, энерги сутакан компани пĕрлешĕвĕнче, "Исток" çĕр ĕç фирминче тата ытти организацисенче ĕçлекенсем тивĕçлĕ тỹпе хывма пултарчĕç.

Ырă сăмаха тивĕçлех сăваплă ĕçе хутшăннисем. Вĕсен чун ăшши, пулăшу кỹме пултарни, ыттисемшĕн пăшăрханма пĕлни çитĕнекен ăрăва савăнăç кỹретех. Малашне те пурнăçа ырă ĕçсемпе пуянлатса пырар.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



17 августа 2021
13:34
Поделиться