Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕн 85,4 проценчĕ е 15457 гектарĕ пушаннă, 34669 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 22,4 центнерпа танлашать.

Вăрлăх сухана 396 гектар пуçтарнă, вăл вăтамран пĕр гектартан 102,9 центнер тухнă.

Кĕрхи культурăсене акма 5015 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Шăнкăртамри Н. Шрша фермер хуçалăхĕнче çĕр улмин ир пулакан "колумба" сортне кăларма пуçланă. Вăл 21 гектар йышăнать. "Иккĕмĕш çăкăрăн" вăтам тухăçĕ 220 центнерпа танлашать. Продукцие Ульяновскине, Тольяттине сутаççĕ.

Кăçал районăн машинăпа техника паркĕ 62 тракторпа пуянланчĕ: ял хуçалăх организацийĕсем - 10, фермер хуçалăхĕсем - 37, уйрăм хушма хуçалăхсем - 15 единица туяннă тата регистрациленĕ. Çавăн пекех тыр-пул пухакан тăватă комбайн тата выльăх апачĕ хатĕрлекен пĕр комбайнпа пĕр прицеп хушăннă.

Авангард



13 августа 2021
11:47
Публикации
Поделиться