Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем пурнăçпа тан утаççĕ

 Августăн 10-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Унпа пĕрлех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Николай Малов, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Антонов килсе çитрĕç. Хăнасене район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç.

Ĕçлĕ çул çỹрев Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти юсав ĕçĕсемпе паллашнинчен пуçланчĕ.

Пĕлỹ çуртĕнче вырăн çитменрен ачасем унччен икĕ сменăпа вĕреннĕ. Çак ыйтăва татас тесе 2020 çулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 120 вырăнлă хушма çурт тума пуçланă. Кăçал тĕп шкул зданине те çĕнетме пикеннĕ. Строительсем халь тăрăшсах юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне объект вĕренекенсене йышăнма хатĕр пулмалла. Унччен вара кунта пĕлỹ пухакансем Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулта иккĕмĕш сменăпа вĕренĕç. Шкул директорĕ Гельсирен Абейдуллова хăнасене "Булат" пĕрлешĕвĕн строителĕсем хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех коллектива, ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан ыйтăва та çĕклерĕ: чылай çул усă курнăран сĕтел-пукан, шкафсем кивелнĕ, çĕнетнĕ çуртра та вĕсемпех усă курма тивĕ-ши? ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ыйтăва шута илнине пĕлтерчĕ.

Ачасем малашне пĕлỹ çуртне хирĕçлех вырнаçнă стадионта сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Кунта та халь хăтлă, илемлĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шăнкăртам шкулĕнчи юсав ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕ, строительсем, вырăнти халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пĕтĕм кăмăлтан тухăçлă тăрăшнине, объекта вăхăтра хута ярассишĕн ырми-кани вăй хунине палăртрĕ. 2021 çулта республикăри 50 процентран ытла кивелнĕ вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнетесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине те асăнчĕ.

 - Вĕренỹ учрежденийĕсене комплекслă майпа модернизацилес графике кăçал 54 шкулпа 38 ача садне кĕртнĕ. Пĕлỹ çурчĕсене юсама - 1,3 миллиард тенкĕ, ача сачĕсене валли 700 миллион тенке яхăн уйăрнă. Паян эпир тĕрĕс çул суйласа илни куç кĕрет. Шкулсем çĕнелеççĕ, çав вăхăтрах вĕсенче хăтлăлăх та ỹсет. Çакă вĕрентекенсен, ачасен кăмăлĕсене лайăхлатма май пани пĕрре те иккĕлентермест. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурри куç кĕрет, апла пулсан ачасен пĕлỹ шайĕ ỹсессе пурте шанатпăр, - терĕ Олег Алексеевич.

 Çитес çултан Раççей шайĕнче те кивелнĕ шкулсене тĕпрен çĕнетес программа вăй илмелле. Çакă регион программине те витĕм кỹрĕ, ĕçе хăвăртлатма май парĕ.

Çавăн пекех Чăваш Ен ПуçлăхĕПикшик ял тăрăхĕн территорийĕнче"БатырЪ" кооперативăн сысна пусса тирпейлекен цехĕ хута кайнă ятпа иртекен савăнăçлă лару-тăрăва та хутшăнчĕ.

 Кунта кунне 100 сысна таран пусса тирпейлеме пултараççĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 194 млн тенкĕпе танлашнă. Ĕçлеме пур услови те çителĕклĕ. Какая кăна мар, ăш-чиккине те сая ямĕç. Кăлпасси валли пыршăсене те çуса тасатма палăртнă. Хатĕр продукцие хума холодильниксем те çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле илсен объекта кашни япалана шута илсе тунă.

- Кун пек цех республикăра пуçласа хута кайрĕ. Кооперативра экологи нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те малти вырăнта тăрать. Предприятин малашлăхри планĕ те пысăк. Чăваш Ен Правительстви çакăн пек проектсене ỹлĕмрен те тĕрев пама хатĕр. Производство хута кайсан халăх валли те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хутшăнĕç.

Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - экологи енчен таса, пахалăхлă таварсем туса кăларасси. Халăхăн сывлăхне упрасси, пурăнма тивĕçлĕ условисем йĕркелесси, - терĕ Олег Алексеевич цехпа паллашнă хыççăн. Пĕрлех вăл Патăрьелсем пурнăçпа тан утнине, аталану çулĕпе пынине те каларĕ. Ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ ытти сумлă хăнасем те çакнах çирĕплетрĕç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăнине, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăннине асăнчĕç.

 "БатырЪ" кооператив ертỹçи Василий Алексеев ял хуçалăхне юлашки вăхăтра тимлĕх ытларах уйăрнине, çакă питĕ хавхалантарнине пĕлтерчĕ, республика, район ертỹçисене тав турĕ.

Шупашкартан килнисем Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная турăш ячĕллĕ чиркĕве те çитсе курчĕç, храм настоятелĕнчен Александр аттерен пил илчĕç.

О. ПАВЛОВ

Авангард



13 августа 2021
11:45
2021 год
Поделиться