Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Юмах тĕнчи» лапам пурне те илĕртет!

«Юмах тĕнчи» лапам  пурне те илĕртет!

Ача-пăча - пурнăç илемĕ. Вĕсем пирĕн пуласлăх, çĕршыв малашлăхĕ. Çавăнпа та шăпăрлансене телейлĕ, сывă-тĕреклĕ çитĕнтересси, вĕсем валли кирлĕ услови туса парасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ шутланать. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа илсе пырасси, тивĕçлĕ воспитани парасси, çамрăксене аталанма пулăшасси вара аслисенчен те чылай килет.

 Пăлапуç Пашьел  ял тăрăхĕнче вăй хуракансем пурнăçпа шай пыма тăрăшса республика ша­йĕнчи «Формирование современной городской среды на территории Чувашской Республики»  программăна  хутшăнса ача-пăча лапамне хута ячӗҫ.

  Строительство ĕçĕсене Валерий Рубцов ертсе пыракан «ЭНИГМА» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕвĕн  ĕçченĕсем йĕркелесе пычĕç. 
   Çурла уйăхĕн 12-мĕшӗнчи кунĕ вара  ачасемшĕн  асра юлмалли кун пулса юлчĕ. Çак кун ырă çынсен пуçарăвĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе  тунӑ   ача-пăча лапамне хута ячĕç.    Ҫывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн  тăван ял куç умĕнче хитреленни, çĕнелни савăнтарать. Йĕри-тавра хăтлă, илемлĕ. Ял халăхĕ валли спортпа вăйă комплексĕ, тĕрлĕрен тренажер, ярăнчăк, ларса канмалли саксем ларт­са панă.

   Ача-пăча лапамне чыслăн, савăнăçлă лару-тăрура уçма хăнасем, ял-йыш, ача-пăча  чылайăн пуçтарăнчĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, «Чувашгосснаб»  тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕвĕн   ертÿçи Валерий Антонов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, ачасем хутшăнчĕç.

 «Кун пек илемлĕ те хăтлă ача-пăча площадкипе хальлĕхе кашни ял тăрăхех мухтанма пултараймасть-ха.  Кунта вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттерме пур условисем те çителĕклĕ. Ачасемсĕр пуçне аслисене те хăй  патне илĕртекен вырăн хăйĕн илемлĕхĕпе савăнтартăр», -  тухса калаçрĕç хаклă  хăнасем. Çавăн пекех типтерлĕн усă курма ыйтрĕç.    

 Чаплă лару-тăрăва  ялти культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова ертсе пычĕ. Пуçламăш классенче тата шкул çулне çитмен ачасем  çак пархатарлă ĕçе пуçарса яракансене, хамăрăн тăван ен илемĕшĕн тăрăшакансене, строительство  ĕçĕсене тăвакансене,  тăван ял-йыша халалласа    илемлĕ юрăсем тата  сăвăсем  шăрантарчĕç.   

 Кану паркĕнче тĕрлĕ тĕспе курăнса ларакан  лапамра паян ачасен савăнăçлă сасси чуна уçать.  Ашшĕ-амăшĕ те ача лапамĕшĕн çав тери савăнать.  



12 августа 2021
18:46
Поделиться