Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çитĕнтернĕ 1154 гектар тыр-пула пухса çапнă. 2560 тонна çĕнĕ тухăçа йĕтеме кĕртнĕ. Кашни гектартан 22,2 центнер тухса пырать вăл.

Хуçалăхсенче кĕрхи культурăсемпе пĕрлех çурхисене те çапма пуçăннă. 65 гектар урпана пухса кĕртнĕ. Унăн тухăçĕ çурхи культурăсенчен пысăкрах.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла пырать.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов Первомайски ял тăрăхĕнче вырма тата çĕнĕрен пусă çаврăнăшне кĕртекен çĕр лаптăкĕсенче ĕçсем мĕнле пынипе  паллашрĕ.

Авангард



23 июля 2021
09:49
Публикации
Поделиться