Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хуçалăхĕ: вырма каçалăкĕ уçăлчĕ

 

Тин кăна акана тухнăччĕ, тыр-пула пухса кĕртмелли тапхăр та çывхарчĕ. Кĕрхи культурăсем çитĕнекен анасене куç умĕнчех сарă тĕс çапрĕ. Çанталăк чылай вăхăт шăрăх тăни те çакна витĕм кỹчĕ.

 Июлĕн 8-мĕшĕнче Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕ тата "Корма" çĕр ĕç фирми вырма каçалăкне уçрĕç. М. Лаврентьева хуçалăхĕнче кĕрхисем 180 гектарта, çĕр ĕç фирминче 321 гектарта çитĕннĕ. Сăмах май, кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кĕрхи культурăсем 2525 гектар йышăнаççĕ. Пĕлтĕр вĕсене тăватă пине яхăн гектар никĕсе хывнăччĕ, хĕл сивĕ килнĕрен пысăк лаптăк шăнса пĕтрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов икĕ хуçалăха та çитсе вырма ĕçĕпе паллашрĕ. Яваплă тапхăра ăнăçлă вĕçлеме, пỹлмесене çĕнĕ тухăçпа тултарма сунчĕ.

 (Хамăр корр).

Авангард



13 июля 2021
15:50
Публикации
Поделиться