Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туслă çыхăнăва аталантарас ыйтусене сỹтсе явнă

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Ульяновск облаçĕнчи тутар наципе культурин автономийĕ" общество организацийĕн членĕсемпе - "Удача" тата "Абушаев" çĕр ĕç фирми" тулли мар яваплă пĕрлешỹ ертỹçисемпе Ринат Абдулвалеевпа тата Рафис Айнетдиновпа - тĕл пулнă.

Ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов тата "Чăваш Республикинчи тутар наципе культура пĕрлешĕвĕ" организацин председателĕ Марат Айзатуллов хутшăннă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче кỹршĕ регионсенчи общество организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне, муниципалитет пĕрлĕхĕсенче пурăнакансен йăли-йĕркине упраса хăварас, нацисем хушшинчи туслă çыхăнăва аталантарас ыйтусене сỹтсе явнă.

Хăнасене уйрăмах Шăнкăртам ял тăрăхĕн аталанăвĕ кăсăклантарнă, малашне паллашма делегаципех килес шухăш пуррине пĕлтернĕ.

Сăмах май каласан, Патăрьел районĕ Тутарстанри Çĕпрел, Пăва, Спасск районĕсемпе, Мордва республикинчи Атяшево районĕпе, Оренбург облаçĕнчи Абдуллинск районĕпе, Пермь крайĕнчи Пермь районĕпе, Крымри Бахчисарай районĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшỹсем çырнă.

А. ИВАНОВ

Авангард



09 июля 2021
09:55
2021 год
Поделиться