Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 Районта нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕр çул ỹсекен курăксене пухса кĕртессипе ĕçлеççĕ. Июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне ăна 499 гектар е мĕн пур лаптăкăн 22,6 процентне çулнă.

Выльăхсене валли утă 5190 тонна (планпа пăхнинчен 50,3 процент), сенаж 12673 тонна (59,6 процент) янтăланă.

Çĕр улми кăçал районĕпе 623 гектар йышăнать. Унăн йăранĕсене хăпартса тата çум курăкран тасатса пĕтернĕ. Кĕрхи культурăсене валли çĕр 649 гектар хатĕрленĕ.

"Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" хуçалăхсенче тăпра пулăхлăхне лайăхлатма хире тислĕк тăкма пикеннĕ.

Авангард



06 июля 2021
09:38
Публикации
Поделиться