Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Студент-практикантсем халăх пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн географи факультечĕн студенчĕсемпе - Александр Чучкаловпа, Линар Имангуловпа, Наталья Грельпе - тĕл пулнă.

 Студентсем Раççей наука грант фончĕн "Тĕрлĕ типлă ялсем хальхи социаллă-экономикăллă тата демографи лару-тăрăвĕн шалти тата тулашри факторсен витĕмĕпе улшăнни" темипе ĕçлеççĕ. Экспедицин тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри ялсенчи чылай вăхăтлăх аталану çулне тупса палăртасси.

Студент-практикантсем районта июлĕн 1-12-мĕшĕсенче пулаççĕ, çак вăхăтра вĕсем тĕрлĕ яла çитеççĕ. Унтан Тутар Республикинчи Çĕпрел районне çул тытаççĕ.

Хамăр корр

Авангард



06 июля 2021
09:37
2021 год
Поделиться