Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асра тытатпăр, хурланатпăр

Июнĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче "Астăвăм çурти" акци йĕркелерĕç.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, районти АПК ветеранĕ, вăрçă ачи Тальгат Шакуров, организаци-учрежденинче ĕçлекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. 1418 куна тăсăлнă вăрçă пĕр çемьене те хĕрхенмен. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 8377 çын кайнă. Вĕсенчен 6 пин ытла салтак каялла таврăнайман. Патăрьелсем хăйсен паттăрĕсемпе яланах мăнаçланаççĕ. Анат Туçари Павел Ефимович Кузнецов тата Ыхра Çырминчи Баки Сибгатуллович Рахимов Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, Сăкăтри Порфирий Герасимович Кариков, Патăрьелĕнчи Александр Порфирьевич Табаков тата Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ Бедертдин Садретдинович Тухфетуллов Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем пулса тăнă. Вĕсене асăнса Патăрьелĕнчи кану паркĕнче 2016 çулта Паттăрсен аллейи уçнă. Чыс та мухтав пирĕн çутă малашлăхшăн тăшманпа çапăçнă мĕн пур ветерансене.

Акцие хутшăнннисем ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, çавăн пекех киле таврăнсан пурнăçран уйрăлнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



25 июня 2021
09:32
Поделиться