Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Свидетельство - аллисенче

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнчен вĕренсе тухакансем алла документ илчĕç. Çак савăнăç чылай ачана çитрĕ. 7 уйрăмра - художество, хореографи, фортепиано, вокал, хор, фольклор тата халăх инструменчĕсен - пĕлỹ пухаççĕ кунта.

2021 çулхи выпуск асра юлĕ. 29 ача ỹнер тата музыка искусствине алла илмелли ятарлă программăна вĕренсе малалла ку енĕпе аслă шкулсемпе специальность паракан вĕренỹ заведенийĕсене çул тытма пултарать.

Хаваслă та чуна хумхантаракан самант. Хăш-пĕр вĕренекен çакăн хыççăн пурнăç çулĕ çине тухать. Преподаватель вĕсенчен уйрăлать, черетлĕ вĕренỹ çулне хыçа хăварать.

Пĕрисем тăватă, теприсем пилĕк, виççĕмĕшĕсем сакăр çул çỹренĕ ăсталăха туптама. Мĕн пур йывăрлăх хыçа юлнă. Вĕрентекенсен тăрăшулăхне пула çитĕнекен ăру тĕнче, Раççей, республика, район шайĕнчи фестиваль-конкурса та сахал мар хутшăннă. Вĕсен çитĕнĕвĕпе савăнмалăх пур.

Искусство шкулĕнчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен свидетельствăсене учреждени ертỹçи А. Антонова пачĕ. Пĕрлех ачасене пултарулăхĕсене çирĕплетекен грамотăсем те тивĕçрĕç. Ашшĕ-амăшĕ, преподавательсен ячĕпе чылай ăшă сăмах пулчĕ. Вĕрентекенсем ачасене малашлăхра ăнăçу, такăр çул сунчĕç. Выпускниксем те парăмра юлмарĕç.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăрах, шыв юххи вĕсене çыран хĕррине кăларса ан пăрахтăрах.

А.ИВАНОВА

Авангард



22 июня 2021
10:02
Хроника мероприятий
Поделиться