Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçĕсене, кăмăлне асра тытса

Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă, пĕрмай халăха пулăшмашкăн ăнтăлнă, шел, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă Юрий Прискина асра тытса унăн ячĕпе Сителсем волейбол турнирĕ йĕркелерĕç.    Çак спорта кăмăллакансене тата курма килнисене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров пуçарушăн тав туса Юрий Павлович пек хастарсене манманнишĕн ырларĕ, ялшăн тăрăшакан хастарсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех пухăннисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Макаров тата Юрий Павловичăн тăванĕсем турнира килме вăхăт тупнишĕн тав сăмахĕ каласа ăнăçусем сунчĕç.    

Кăçалхипе виççĕмĕш хут й.ркелен. ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Çапла вара «Çĕнтерÿ», «Çамрăксем», «Ветерансем» ушкăнсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Куçса çÿрекен кубока «Çĕнтерÿ» ушкăн тивĕçрĕ. Турнирта шкул ачисем те пултаруллă вылянине палăртса хăвармалла. Тăрăшулăхне кура вĕсене ятарлă призсемпе хавхалантарчĕç. Чи аслă та ăста вылякан ята вара Феликс Козлов тивĕçрĕ. Юлашкинчен турнира хутшăннисем шÿрпепе сăйланчĕç, ку ырă йăлана çулран çул аталантарса пымаллине палăртрĕç.

И. Лякова

Авангард



22 июня 2021
09:46
Хроника мероприятий
Поделиться