Акара ĕçлерĕмĕр тăрăшса, вăхăт çитрĕ савăнма

Иртнĕ канмалли кунсенче, июнĕн 19-20-мĕшĕсенче, Шăнкăртам, Аслă Чемен, Тăрăн, Туçа, Алманчă, Патăрьел, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт, Турхан, Шăхач, Çĕньял, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пандеми хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пĕрле пухăнса уявра савăнчĕç. Вĕсене ял тăрăхĕсен кураторĕсемпе пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн тата ял тăрăхĕн депутачĕсем, хăнасем хутшăнчĕç. Мероприятире ĕçре мала тухнисене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕç. Уява вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш тата тутар эстарада артисчĕсем юрă-ташăпа илем кỹчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов Алманчăри, Красномайскинчи, Аслă Чементи, Шăхачри, Шăнкăртамри, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи тата Кивĕ Ахпỹртри ял уявĕсене çитсе курчĕç. Пухăннă çынсене уявпа саламланă май палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, кĕрхи куна тулли кĕрекепе кĕтсе илме сунчĕç, çавăн пекех йăхран йăха куçакан ырă йăласене манăçа кăларманшăн, тăван район сумне ỹс- терессишĕн тăрăшнăшăн тав турĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



22 июня 2021
09:52
Хроника информаций
Поделиться