Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх - иксĕлми пуянлăх

Кирек кама та сывлăх кирлĕ. Çакна никам та хирĕçлеймест. Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков пурне те çавна сунать. Коронавирус вăхăтĕнче уйрăмах сывлăх çине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртать Николай Антонович. Çакна аяларах пичетленнĕ интервьюра та уççăнах туйма май пур.

- Иккĕмĕш çул пандемипе кĕрешетпĕр. Сывлăх сыхлавçисен ĕçне чылай йывăрлатрĕ вăл. Çавна май вĕсен тăрăшулăхне мала хурса тав сăмахĕ калассинченех пуçласшăн калаçăва.

- Ман шухăша вуланăнах туйăнчĕ. Хăйсен тивĕçне чун-чĕре хушнипе туса пыракансене чăннипех те пысăк тав. Ку енĕпе медицина сиплевĕ илекен пациентсем мĕн чухлĕ ăшă та ырă сăмахсем каламаççĕ-ши тата! Çемье ытамне каялла таврăнни, ывăлĕпе хĕрне çупăрлама пултарни, мăнукĕсен савăнăçне туйни мĕне тăрать.

- Николай Антонович, хăшне-пĕрне ятран асăнса хăварар мар-и?

 -Тархасшăн. Инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Валерьевна Чернова, Владислав Николаевич Емильев терапевт, Фирия Феридовна Хафизова акушер-гинеколог (иккĕшĕ те ку енĕпе сиплеме квалификацие ỹстерчĕç), Юрий Ксенофонтович Лекарев, Фанис Фатяхутдинович Асеинов, Геннадий Сергеевич Чернов реаниматологсем, ытти медицина персоналĕ чăн-чăн патриотсем пулчĕç.

- Çивĕч лару-тăрăва шута илсе ача çуратмалли уйрăма та коронавирусран сипленекенсене йышăнмалла турăр...

- Çапла. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче пациентсене йышăнтăмăр унта. Паянхи кунччен 1600 çынна сиплеме пултартăмăр. Вĕсенчен 800 ытларахăшĕ - ют районсенчен.

- Чир пирки нумай калаçатпăр. Сехĕрлентерет те, шиклентерет те. Прививка та тăватăр. Халăхăн хăйĕн ăнланулăхĕ те çирĕпрех кирлĕ пулас.

- Çапла. Вакцинăна пĕрремĕш хутне 4490 çын, иккĕмĕшне 3328ăн яртарнă. Хальлĕхе çавах умма лартнă тĕллеве 25 процент çеç пурнăçланă. Вируслă çын пирĕн хушăра çỹрет пулсан ăçтан-ха чир чактăр. Этемлĕхе кирек хăш чиртен те прививка туни çеç хăтарса хăварайнă. Çакна вырăна хума тиветех. Ăнланулăха пурин те ỹстермелле. Аслă çулхисем, пĕр хутчен сиплев витĕр тухнисем пуçламăшĕнчех вакцина яртарма пикенчĕç.

- Ĕçри кадрсем пирки татах сăмах хускатас килет.

- Врачсем çитеççĕ тесе калаймастăп. Хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыракансем, паллах, татах та пур. Тĕп врачăн çумĕ Е. Маурина, Р. Ахметов хирург, И. Казаков гинеколог, В.Казакова фтизиатр сывлăх сыхлавĕн системинче чылайранпа ĕçлеççĕ. Вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелĕх пур. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи М.Кошкина, Кивĕ Ахпỹртри З.Быкова фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсем, тĕп больницăри операци тунă çĕре хутшăнакан О.Мясникова медицина сестри, шăл врачĕ çумĕнчи С.Забирова медицина сестри тата ыттисем вуншарăн хăйсен профессине чунтан парăннă.

Кадр ыйтăвĕпе ĕçлетпĕр.

"Ял тухтăрĕ", "Ял фельдшерĕ" программăсене те çул паратпăр. Ку таранччен 53 врачпа 2 фельдшер çак программăпа ĕçе кỹлĕннĕ.

 - Ăнăçлăха кадрсем çеç мар, тивĕçлĕ ĕç условийĕ те татса пама пулăшать...

- Шута илсе пыратпăр. Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенинче улшăнусем тума палăртни сахал мар. Малашлăхра Шăнкăртам тата Сăкăт ялĕсенче çĕнĕ врач амбулаторийĕсем тумалла. 2025 çулчченхи программăпа килĕшỹллĕн çакнашкал 8 çурт хута ямалла. Ишлĕ, Каншел, Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Треньел ялĕсенче ку чухнехи пурнăçа тивĕçтерекен фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалла. Çĕнĕ оборудованисем килмелле тата ытти те.

- Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян...

- Çакăншăн тăрăшаççĕ сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем. Уяв кунĕнче те чылайăшĕ ĕçре вĕсем. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

- Ăнăçусем сире.

- Тавах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Авангард



18 июня 2021
11:41
Хроника
Поделиться