Умра - çуллахи каникул, тăраниччен выля та кул!
АЧАСЕМШĔН хаваслă та вăрăм çуллахи каникул пуçланчĕ. Çуллан пĕрремĕш кунĕнченех районти 15 вĕрентỹ учрежденийĕнче шкул çумĕнчи сывлăха тĕреклетмелли лагерьсем ĕçлеме пикенчĕç. Пĕр сменăра (21 кун) 912 ача кăнтăрлахи лагерьсенче канса тавра курăмне ỹстерĕ, хул-çурăмне тĕреклетĕ, экскурсисенче пулса киленĕ тата ытти те.
Авангард