Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ çĕкленĕ

Çуллан пĕрремĕш кунĕнче район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, тулли мар яваплă "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов тата ытти сумлă çынсем хутшăннипе Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ тума пикеннине палăртса капсула хучĕç. "Спецстройкомфорт" пĕрлешỹ ертỹçи Вазых Алимов пĕлтернĕ тăрăх объекта 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне хута ямалла.

"Сывлăх сыхлавĕн сферинче çĕнĕ çурт тунин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çĕршывăн тĕллевлĕ политикине пула регионта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çавна май тивĕçтерỹсен пахалăхĕ ỹсет, пĕрлех ĕç условийĕсем те лайăхланаççĕ", - терĕç унта хутшăннисем.

А. ИВАНОВА

 

Авангард