Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ мăшăрсене çавра туйпа саламлĕç

ЫРĂ йăла-йĕркене малалла тăсса районти ЗАГС пайĕ 50, 55, 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене июнь уйăхĕнче те саламлĕ. Тури Чакăри Николайпа Лидия Бахмисовсем, Шăхачри Леонидпа Зинаида Воробьевсем тата Юрийпе Валентина Ильинсем, Вăтаелĕнчи Валентинпа Лидия Кудрявцевсем ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Шăнкăртамри Наиля тата Мансур Вахитовсене çемье чăмăртанăранпа 55 çул (изумруд), Ульяновкăри Ленарпа Нина Тихоновсене, Еншикри Александрпа Зинаида Фроловсене пĕрлешнĕренпе 60 çул (бриллиант) çитнĕ ятпа саламлĕç. Хисеплĕ мăшăрсем пурте йышлă ача çуратса ỹстернĕ, тĕрлĕ ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Авангард



04 июня 2021
20:26
2021 год
Поделиться