Аслă Чемен ял тăрăхĕ: ял масарĕ çинче черетлĕ субботник

Ялти чи таса та сăваплă вырăнсенчен пĕри масар шутланать. Çавăнпа та асăннă вырăнсене тасатса тирпейлесе тăрасси -ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çыннăн тивĕçĕ.
Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакансем маларах ял масарĕсем çинче субботниксем йĕркеленĕччĕ-ха. Ял уявĕ çывхарса пынă май тасатас-тирпейлес ĕçсем малаллах тăсăлаççĕ. Халĕ хĕрсех Аслă Чемен ял масарĕнче çĕнĕ çурт лартас ĕç вĕрет. Çавăн пекех масар таврашĕнчи çула тикĕслеççĕ, тăпра турттарса якатаççĕ.