Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Студентсен ĕçĕсем

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче Шупашкарти художество училищинче вĕренекен студентсен курс ĕçĕсен "Тăван ен çинчен чун юрлать" куравĕ уçăлчĕ. Çитĕнекен ăру пултарулăхĕпе училище директорĕн çумĕ И. Герасимова паллаштарчĕ.

Училищĕре пирĕн районтан та чылайăн вĕренеççĕ. Хĕрсемпе каччăсене пурнăç çулĕ çине кăларас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакан ентешсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Н. Толстов преподаватель. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Сăкăт ялĕнче çуралнă. Николай Федорович 30 çул ытла çак ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пырать.

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕнче вĕренекенсем куравпа кăмăлтан паллашрĕç. Ун хыççăн студентсемпе преподавательсем çитĕнекен ăру валли мастер-классем йĕркелерĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



28 мая 2021
13:55
Хроника мероприятий
Поделиться