Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕнесемшĕн субсиди пама пуçланă

ЧР ял хуçалăх министерстви майăн 25-мĕшĕнчен ĕне усракансене республика бюджетĕнчен субсиди пама пуçланă. Тивĕçлĕ документсене малтан пухса панă 40 çынна 201,7 пин тенкĕ куçарнă та.

 - 2020 çулта регионта уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене ĕне усранăшăн субсиди пĕрремĕш хут патăмăр. Иртнĕ çул 33,1 пин хуçалăх ăна илчĕ. Республика Пуçлăхĕ ку пулăшăва кăçал та малалла тăсма йышăнчĕ. Бюджета 171 млн тенкĕ хывса хăварнă, апла пулсан ĕне усракан 35 пине яхăн çын субсидие тивĕçет. Районсенчен заявкăсем килме пуçларĕç, укçана куçарма пикеннĕ. Районсен администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку ыйтупа хастартарах ĕçлеме сунас килет, - тесе пĕлтернĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Патшалăх пулăшăвне пĕр ĕне усракансем - 2400, иккĕллисем пĕр выльăх пуçне - 3400, виççĕ е ытларах тытаканнисем кашнийĕншĕн 4400 тенкĕ илеççĕ. Çакна валли ял тăрăх администрацине кайса ятарлă формăпа заявлени кăна çырмалла.

 Йывăрлăхсем е ăнланман ыйтусем пулсан ЧР ял хуçалăх министерствин агропромышленность комплексĕн патшалăх пулăшăвĕпе финанс политики уйрăмне 8(8335) 64-22-41 номерпе шăнкăравламалла е ЧР ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕсем патне (район администрацийĕнче вырнаçнă) каймалла.

(Хамăр корр.).

Авангард



28 мая 2021
13:57
2021 год
Поделиться