Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ача шăпи пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн ларусен залĕнче çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта районти вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва комисси председателĕн çумĕ Ирина Рубцова ертсе пычĕ.

Лару çул çитмен ачасемпе тимлекен районти çĕнĕ уполномоченнăйпа паллаштарнинчен пуçланчĕ. Малашне çак тивĕçе районти тĕп больницăра ĕçлекен Светлана Ибетова пурнăçласа пырĕ.

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комисси кашни ача шăпишĕн яваплă. Çак тĕллевпе вĕсем тăтăшах йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, вĕсен пурнăç условийĕсене, пушă вăхăчĕсене мĕнле ирттернине тĕпчеççĕ тата ытти те.

Анлă лару кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем те çитĕнекен ăру пурнăçĕпех çыхăннă. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕн çумĕ Ирина Кошкина 14-18 çулсенчи шкул ачисене вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова ачасене творчествăлла аталантарас, вĕсене кружоксене, секцисене явăçтарас, çуллахи каникул вăхăтĕнче пушар, шыв хăрушлăхĕнчен асăрхаттарас, ĕçпе кану лагерĕсене йĕркелес ыйтусемпе тухса ларурах Патăрьел тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕн ĕçĕпе паллашрĕç, вырăнсенче çул çитмен ачасен малашлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех педогогсем, ял тăрăхĕ тата ытти обществăлла организацисем те яваплă пулнине çивĕчлетрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



21 мая 2021
16:02
Поделиться