Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитмен кашни ача тимлĕхре ỹстĕр

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи йывăр шăпаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи кашни пепке кирлĕ пек воспитани илтĕр, сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесе тимлет. Çак тĕллевпе вĕсем ларусем ирттернипе çеç çырлахмаççĕ, час-часах вырăнсене тухса ачасем мĕнле условинче пурăннипе, пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне еплерех пурнăçланипе кăсăкланаççĕ. Комисси членĕсемпе тĕрлĕрен ведомство представителĕсем майăн 1-10-мĕшĕсенче вунă хутчен рейд йĕркеленĕ, 115 çемьене çитсе (вĕсенче çул çитмен 279 ача пурăнать) профилактика тата воспитани темипе, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли йĕркепе, шăпăрлансем уçă чỹречерен тухса ỹкесрен асăрханасси пирки калаçусем ирттернĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин çак кунсенчи ларăвĕнче унăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынипе пĕрлехи çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ, малашне те социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьери кашни ача пысăк тимлĕхре пулмаллине çивĕчлетнĕ

Авангард



14 мая 2021
17:55
Поделиться