Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Озон терапийĕ çынсене вăй илме пулăшать

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ поликлиникăри кăнтăрлахи стационарта (халăхра ăна "Çăлкуç" профилактори тесе пĕлеççĕ) куллен вуншар çын физиотерапи сиплевне илет. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен вара кунтах пациентсем озон терапипе те туллин усă курма пуçланă. "Район больницин тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков сипленекенсен ыйтăвне мала хурса çĕнĕ аппаратпа тивĕçтернĕ хыççăн çынсем пирĕн пата тата ытларах çỹреме пуçларĕç. Озон уйрăмах коронавируспа хавшанă организма вăй илме пулăшать",- каласа парать вăтăр çул ытла кунта тăрăшакан аслă квалификациллĕ медицина сестри Гельнар Емекова.

Авангард



14 мая 2021
14:38
Хроника
Поделиться