Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшса вăй хуракана – ят-сум

Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тунă май Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство  шкулĕ умĕнче Хисеп хăми уçрĕç.

 Сумлă вырăна «Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ» тата «Професси тĕлĕшпе чи лайăххи» ята тивĕçнĕ çынсен сăн \керч.к.сене вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, 1998 çултанпа «Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ 17 çынна  чысланă. Кашни çулах тата районта «Професси тĕлĕшпе чи лайăххи» конкурс иртет.  Унта çĕнтерÿçĕсене 22 номинаципе палăртаççĕ.

Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, тулли мар яваплă «Чăвашгосснаб» пĕрлешÿ тĕп директорĕ Валерий Антонов, районти профсоюзсен пĕрлешĕвĕн координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, муниципалитет пĕрлĕхĕн профсоюз организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

– Патăрьел районĕ хăйĕн ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Вĕсем хушшинче вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, тава тивĕçлĕ ĕçченсем, ученăйсем, спортсменсем, медицина ĕçченĕсемпе культура сферинче тăрăшакансем, поэтсемпе писательсем,  экономикăн тĕрлĕ отраслĕн передовикĕсем ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн патшалăхăн пысăк наградисемпе сумлă ячĕсене тивĕçнĕ, тивĕçеççĕ те. Çавăн пекех ăрусемпе тĕрлĕ халăх туслăхĕ, çемье çыхăнăвĕсем çирĕпленсе пыни те района аталанма пулăшса пырать, – терĕ Рудольф Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май.

Уявра Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Шакина тата районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председательне Минегали Хафизова «Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнине ĕнентерекен паллăпа чысларĕç. Профсоюз юхăмне хастар хутшăннăшăн РФКП Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн пĕрремĕш секретарĕ Николай Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Илья Васильев «Чăваш Ен профсоюзĕсене – 100 çул» юбилей медальне, районти обществăпа политика пурнăçĕнчи пуçарулăхшăн  Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулпа районти тĕп больница коллективĕсем Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

А. Иванов

Авангард



07 мая 2021
11:01
Поделиться