Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнỹпе савăнтарать ентеш

ПАТĂРЬЕЛ районĕнчен тухнă паллă та пултаруллă çынсен шучĕ çуллен нумайланса та нумайланса пырать. Çакă питĕ хавхалантарать. Нумаях пулмасть пирĕн ентеш Алексей Казанцев "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсра Гран-прие тата çи-пуç çĕлеттермешкĕн 20 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илнĕ.

Алексей Первомайски ялĕнче çуралнă. Ялĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Владимир Верликов йĕркеленĕ "Чĕкеç" фольклор ушкăнне çỹренĕ. Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 2018 çулта сцена çине ентешĕн, Первомайски каччин - Александр Сорокинăн - концертĕнче хăй çырнă "Пысăк пул, ывăлăм" юрăпа тухнă. Вăл "Ялар" ушкăнра та юрлать. Çавăн пекех Вячеслав Христофоровпа пĕрле концертсене çỹрет, Сергей Кувшиновпа, Катя Петровăпа, Георгий Смирновпа та дуэт йĕркеленĕ. Кăçал вăл Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхне кĕнĕ

Авангард



07 мая 2021
11:01
Хроника мероприятий
Поделиться