Аслă Чемен ял тăрăхĕ: ан пултăр вăрçă нихăçан!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн паттăр халăхăмăр çĕнтернĕренпе 76 çул çитрĕ. Аслăчеменесемпе туричакăсем Раççей историйĕнчи чи хаяр та хăрушă кунĕсенче пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Аслă Чемен ял тăрăхĕнчен çак хаяр вăрçа 378 паттăр салтак хутшăннă. Вĕсенчен 190 çамрăк мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Аслă вăрçа хутшăннă кашнийĕшĕн хушаматне асăнса пĕр минут шăп тăрса пуçĕсене тайрĕç, вĕсен çынсемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та асран кăларманнине çирĕплетрĕç.
Митингра Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев, шкул директорĕ Наталия Адидатова Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ тесе пурне те сывлăх сунчĕç.