Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турĕç

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ.

 Мероприиятие ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем, муниципалитет аталанăвĕшĕн тăрăшакан уйрăм хастарсем, хăй тытăмлăх органĕн ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн управлени пуçлăхĕн çумĕ-шалти ĕçсен политикин обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ Дмитрий Евсеев, «Чăвашгосснаб» генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, районти общество канашĕн ертỹçи Анатолий Самакин тата ыттисем те саламларĕç.

Вырăнти влаçăн уявĕнче хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнă уйрăм хастарсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Палăртма кăмăллă: 2020 çул итогĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăнкăртам ял поселенийĕ (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов) республикăра «Чи лайăх ял тăрăхĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 Чыслав саманчĕпе пĕрлех пуян концерт программи те куракансене тулли кăмăл парнелерĕ.

 А. ЕГОРОВА

Авангард



29 апреля 2021
13:52
Поделиться