Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Прививка - шанчăклă мел

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăва коронавирус инфекцийĕпе мĕнле кĕрешнинчен пуçларĕ тесен те йăнăшмастăп.Çавăн пекех вăл тĕпре вакцинаци тăнине те палăртрĕ. Раççей гражданĕсем патне чĕнỹпе тухса «Тимлĕхе ан çухатăр. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Врачсемпе санитари службисен сĕнĕвĕсене пурнăçлама тăрăшăр»,- терĕ.  Вакцинацие коллективпах хутшăнмаллине палăртрĕ. Пĕрле ĕçлекенсен иммунитечĕ кирлĕ шайра пулсан коронавирус инфекцийĕ çакланмĕ.

Чирпе çулталăк ытла кĕрешетпĕр ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтра ỹт температури ỹснипе, сывлама кансĕр пулнипе, сăмса питĕрĕннипе, ỹсĕрттернипе, мышцăсем, пуç ыратнипе, кăкăр хĕснипе, вăй чакнипе, кăмăл пăтраннипе пациентсем йышăнăва сахал мар килетчĕç. Выртакансем валли районти тĕп больницăн ача çуратмалли уйрăмне те коронавирус инфекцийĕнчен сиплемелли туса хучĕç. Медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне сыхлассишĕн мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ.

Вакцина шутласа кăларни вара ассăн сывласа яма пулăшрĕ. Вакцинаци - инфекци чирĕсенчен хỹтĕленмелли чи лайăх мел. Коронавирусран шăпах прививка тутарса сыхланма пулать. Паянхи куна Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче 150 çын ытла прививка тутарма ĕлкĕрчĕ. Вакцинацин пĕрремĕш тапхăрне пурте ăнăçлă чăтса ирттерчĕç. Вĕсенчен 100-шĕ иккĕмĕшне те тутарнă.

 Хăшĕ-пĕри прививка тутарма васкамасть-ха. Çавăн пекех тата коронавируспа кĕрешекен клеткăсем пуррипе çуккине тĕрĕслени пĕлтерĕшлех мар. Енчен те эсир короновируспа чирленĕ, сирĕн çак инфекципе кĕрешекен клеткăсем сыхланса юлнă пулсан, прививка туни вĕсен шутне тата ытларах ỹстерет, хỹтĕлев вара тата та шанчăклăрах пулĕ.

 Коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленме Патăрьелĕнчи врач амбулаторине килме пултаратăр. Хăвăрпа пĕрле амбулатори медицина карттине илме ан манăр. Вăхăтра тунă прививка сирĕн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрама пулăшĕ.

 Умри тĕллеве пурнăçласси хамăртан çеç килет. Прививка тутарма тăрăшăрах. Урăхла çул çук. Чирлес пулсассăн чир никамăн та çăмăлпа иртмест. Вирус ерес хăрушлăх вара пурах-ха.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Авангард



29 апреля 2021
13:59
Публикации
Поделиться