Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркене пăхăнмаллах

Чăваш Енре апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕçле уйрăм режим туса хунă. Çак тапхăртан граждансене валли хăш-пĕр чару пуçланчĕ. Вăрманта тата унăн таврашĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăкпа апат пĕçерме, çỹп-çапа çунтарма юрамасть. Çавăн пекех вăрмантан инçе мар çĕр пайĕсенче тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çывăхĕнче те типĕ курăка чĕртмелле мар. Çанталăк условийĕсене кура - пушар тухас хăрушлăх IV тата V класлă вăхăтра - вăрмана кĕме те чарма пултараççĕ.

 Патăрьел районĕнчи надзор тата профилактика ĕçĕсене пурнăçлакан уйрăм РФ КоАпĕн 20.4 статйипе килĕшỹллĕн йĕркене пăсакансене административлă штрафпа айăпланине пĕлтерет. Граждансене- 2-4 пин тенкĕ, должноçри çынсене - 15-30 пин тенкĕ, юридика сăпачĕсене 200-400 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



29 апреля 2021
13:42
2021 год
Поделиться