Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика чысне хỹтĕлесе

 Тюмень хулинче "корэш" кĕрешĕвĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн 27 команди хутшăннă. 150 ытла спортсмен тупăшăва тухнă.

 Чăваш Республикин чысне Патăрьел районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКан пĕрлештернĕ команди хỹтĕленĕ.

85 килограмлă виçере Ринас Садаров чемпион ятне тивĕçнĕ. 75 килограмлисем хушшинче Илназ Кеметов виççĕмĕш вырăна тухнă. Вĕсем иккĕшĕ те Шăнкăртам ялĕнчен. Тренерĕ - Эльфис Мтеев.

Çамрăксене инçе çула тухма районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Юхма Енри тата Чăваш Республикинчи "корэш" федерацийĕн председателĕ Фарит Чабатов пулăшнă.

Авангард



09 апреля 2021
09:56
Хроника мероприятий
Поделиться