Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Федераци шайĕнчи тупăшура палăрнă

Канаш районĕнчи "Импульс" спорт комплексĕнче федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн масс-рестлингпа чемпионат иртнĕ. Унта 12 регионтан 200 ытла спортсмен хутшăннă. Пирĕн район çамрăкĕсем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. 50 килограмлă виçе категорийĕнче Разиль Вахитов (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), 60 килограмлинче Ризиня Халитова (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул), 70 килограмлă виçере Гельназ Алеева (Ыхра Çырминчи вăтам шкул) чемпионсем пулнă.

 65 килограмлă виçе категорийĕнче Раççей спорт мастерĕ Эльмира Алеева çĕнтернĕ. Шăнкăртамри Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Ильвина Багаутдинова тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКари ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекенсен тренер-преподавателĕ Фанис Ахметов иккĕмĕш вырăна тухнă. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Надия Юсуповăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Амина Алеева - виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем медальсемпе грамотăсене тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



09 апреля 2021
09:57
Хроника мероприятий
Поделиться